особый платок, похожий на полотенце, повязываемый женщинами поверх сурбана. Орау. Пуçлă туттăра пирĕн Уравăшра сурпан валли тĕртсе тунă пек тунă, икĕ хĕррине хĕрлĕ пиртенех тăваççĕ. Туттăр валли тĕртнĕ пир сурпан пирринчен ансăртарах пулать. Туттăр валли çав пиртен пĕр аршăн çурă тăршшĕ касса илеççĕ те, унăн икĕ вĕçне туттăр пуçĕсене çĕлесе хураççĕ, унтан вĕсем çумне пасар шăтăкĕ çĕлесе хураççĕ. Çавна вара пуçлă туттăр теççĕ. Пуçлă туттăра икĕ тĕрлĕ çыхаççĕ: туттăра икĕ вĕçне тан туса, варри тĕлĕшĕпе çанкисене çӳç курăнми çавăрса илсе, ĕнсе хыçĕнчен çыхса икĕ вĕçне усса яраççĕ. Тепĕр тĕрли — çав усса янă туттăр вĕçĕсене каялла лĕпке çине илсе килсе, хире-хирĕç çыхса хĕстерсе, вĕçĕсене мăйрака пек туса хăвараççĕ. Çапла çыхнине чăвашсем: туттăрне тавăрса çыхнă, теççĕ. См. сурпан тутăрĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
пуçлă вĕçлĕ ана пуçлă пиçен пуçлă сухан пуçлă тутăр « пуçлă туттăр » пуçлă-вĕçлĕ пуçлă-вĕçлĕ ана пуçлăх пуçлĕ-вĕçлĕ пуçла